1. Вĕç – вĕç, куккук, вĕç, куккук,
Вăрман хĕрне çитиччен,
Вăрман хĕрне çитсессĕн,
Юман çине ларса кан.
2. Чăт – чăт, тăван, чăт, тăван,
Эпир тухса кайиччен,
Эпир тухса кайсассăн,
Кĕрекене ларса кан.
3. Вĕç – вĕç, шăпчăк, вĕç, шăпчăк,
Вăрман хĕрне çитиччен,
Вăрман хĕрне çитсессĕн,
Çăка çине ларса кан.
4. Чăт – чăт, тăван, чăт, тăван,
Эпир тухса кайиччен,
Эпир тухса кайсассăн,
Тÿшек çине выртса кан.