1.Пурнăҫ урапи ҫинче
Кам мĕнле ларса пырать
Пурнăҫри телей ҫинчен
Тепĕр чух шутлаттарать
Хушса юрламалли:
Лавĕ тулли пулчĕ-ши
Лаши кутăн пулчĕ-ши
Шăлтăр-шăлтăр урапи
Мĕншĕн тикĕс кусмас-ши
2.Пурнăҫри йывăрлăха
Май тупасчĕ ҫĕнтерме
Тӳпери сар хĕвелтен
Пултарасчĕ вăй илме
Хушса юрламалли:
Лавĕ тулли пулсан та
Лаши кутăн пулсан та
Шăлтăр-шăлтăр урапи
Кăлтăр-кăлтăр кустăр-и?
3.Пурнăҫ тума ҫăмăл мар
Манар мар атте пилне
Лавĕ ҫине лартăн пулсан
Ҫирĕп тыт тилхепине