Атăл юхать, çыран çинче тăратăп пĕччен
Çурхи шыва сăнатăп темĕнччен
Тăван пекех пуплетĕп эп унпа
Вăхăт шăвать пĕр чарăнмасăр
Шывĕ юхать, тăратăп, куçран куççуль тухать
Шавлать, кĕрлеть ман Атăлăм васкать
Ман çамрăк ĕмĕрĕм хыçа юлать
Иртни ман куç умне тухса тăрать
Савнă çынпа хам пурнăçа пайларăм пĕрле
Пит юратса пĕрлешрĕмĕр кĕрпе
Ирттертĕмĕр телейлĕн ĕмĕре
Ирттертĕмĕр телейлĕн ĕмĕр
Ывăлпа хĕр çунат сарса çĕкленчĕç тÿпене
Нумай-çке вăхăт иртрĕ унтанпа
Юхать çавах та Атăл шавласа
Юхать çавах та Атăл шавласа
Иртнĕ çулла çухалтрăм савнă хам мăшăра
Халь эп йăпанăп пĕчĕк мăнукпа
Аса илетĕп хам çамрăклăха
Аса илетĕп çамрăклăха
Атăл юхать, мана кăна ăнланнăн туйăнать
Çыран çинче тăратăп пĕчченех
Аса килеть ман пурнăçăм веçех
Аса килеть ман пурнăçăм веçех