Фарида Файзуллина Хăна юрри минус

00:00 / 02:57
Loading
Скачать
0
9541
Тональность
0.0
+
Темп, %
0.0
+
Тип: мастер + бэк
Свойства файла: 4 Мб 192 кбит/с
Загружено: Olia111 @ 08.03.17
Музыка: Фарида Файзуллина. Слова: Василий Шихранов.
Текст песни «Хăна юрри»
  
Музыка: Фарида Файзуллина. Слова: Василий Шихранов. 
1) Вăхăт иртнине туймарăм — Сар хĕвел анать. 
Ăсатса ярсам, тăванăм, Ман каяс пулать. 

Хушса юрламалли: ( 2 хут – 2 раза ) 
Ăсатса ярса аллуна парсам, 
Укăлча умне çитерсе ярсам.

2) Санпала пĕрле пулнишĕн Чунăм савăнать. 
Уйрăлма вăхăт çитнишĕн Куçăм шывланать. 

Хушса юрламалли: ( 2 хут – 2 раза ) 
Çул курки ярса хапхуна уçсам. 
Ырă çул сунса ăсатса ярсам. 
3). Ырлăхпа телей сунатăп Тăванăм сана. 
Уйрăлас пулать - каятăп, Ăсатсам мана. 

Хушса юрламалли: ( 2 хут – 2 раза )
 Ăсатса ярса аллуна парсам, 
Вăхăтна тупса хăнана пырсам. 
 Ăсатса ярса аллуна парсам, 
Укăлча умне çитерсе ярсам. 
Çул курки ярса хапхуна уçсам, 
Ырă çул сунса ăсатса ярсам.
Ăсатса ярса аллуна парсам, 
Вăхăтна тупса хăнана пырсам. 
Вăхăтна тупса хăнана пырсам.
Текст добавлен: Olia111
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.